МĂНАÇЛАНУ ЮРРИПЕ

Чăваш Ен «Конь» (кĕвви И.Матвиенкăн, сăвви А.Шагановăн) юрра юрлас тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри хор акцине хутшăннă.

Раççей кунне халалланă мероприяти кашни регионтах, вĕсенчи паллă вырăнсенче иртнĕ.

Шупашкарта В.И.Чапаев ячĕллĕ сквер лапамне суйласа илнĕ. Унта чун-чĕрере мăнаçлану çуратакан юрра «Çавал» ансамбль шăрантарнă.

Пĕлтерĕшлĕ акцирен Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕсем те пăрăнса юлман: вĕсем юрра тĕп лапамри культурăпа кану паркĕнче онлайн майĕпе янраттарнă.

Пĕтĕмлĕ ролике федераци каналĕсенче кăтартĕç.

Источник: Елчĕк ен